Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
26 Сентябрӗн 2022, 21:18

Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ

Пишпÿлек районӗнче республикӑри "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кун шайӗнче пӗрлехи субботник иртнӗ. Мероприятие организацисемпе учрежденисен коллективӗсем, ҫавӑн пекех тӑван района тирпей-илем кӗртес ӗҫе хӑйсен тӳпине хывма шут тытнӑ хастар ҫынсем хутшӑннă. Акци стартне Ахметов ячĕллĕ паркра панӑ. Кунта асăну йывӑҫĕсене символла лартмалли уяв концерчӗ тата района килнĕ Уфа тата ют ҫӗршыв хӑнисем те хутшӑннă.
Ҫакӑн хыҫҫӑн акцие хутшӑнакансем Кĕрмеслĕ çывăхĕнче, Йăлпăлака каякан çул хĕрринче тата Ҫӗнтерӳ паркĕнче малтанах хатӗрлесе хунӑ площадкӑсене куҫнă. Ҫак площадкӑсенче пурӗ 6000 ытла хунав лартнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов ҫакна пула район илемлӗрех те симӗсрех пулассине шантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Районта "Ешĕл Пушкӑртстан" акцин пӗр кунӗнче субботник иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: