Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
5 Октябрӗн 2022, 20:59

Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир – эсӗ те, эпӗ те

Мероприяти вӗҫленнӗ май ачасем чĕрчунсем - пирӗн кӗҫӗн туссем, вӗсене кӳрентерни - тӑван ҫутҫанталӑка пӗтерни пулать, тесе пĕтĕмлетÿ тунă.

Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир – эсӗ те, эпӗ те
Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир – эсӗ те, эпӗ те


Октябрӗн 4-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчипе чӗрчунсене хӳтӗлемелли куна палӑртаççĕ. Ҫав куна халалласа Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти 2 "а" класра вӗренекенсемшӗн "Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир - эсӗ те, эпӗ те" экологи сехечӗ иртнӗ.
Татьяна Хасанова педагог-библиотекарь Хӗрлӗ кӗнекене ҫырса хунӑ чӗрчунсен сайра та ҫухалакан тĕсӗсем ҫинчен каласа панине ачасем тимлӗн итленĕ, "Хĕрлĕ кӗнеке" ятлă видеофильм пӑхнă.
Ачасем чӗрчунсем ҫинчен нумай интереслӗ фактсем пӗлнĕ, чӗрчунсем ҫинчен калакан художествӑлла произведенисем тăрăх тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсене хутшăннă.
Мероприяти вӗҫленнӗ май ачасем чĕрчунсем - пирӗн кӗҫӗн туссем, вӗсене кӳрентерни - тӑван ҫутҫанталӑка пӗтерни пулать, тесе пĕтĕмлетÿ тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир – эсӗ те, эпӗ те
Чӗрчунсен тусӗсем пур: эпир – эсӗ те, эпӗ те
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: