Октябрӗн 7-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн "Умники" шкула хатӗрленекен ултăмĕш ушкăнра – пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята - ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен ҫамрӑк ачасем" экологи урокӗ иртнӗ. Урока "Чи-чи-чи" темăпа ирттернĕ.
Урок тӗллевӗ - ачасене чӗрчун тӗнчин нумай енне кӑтартасси пулнӑ. Ачасем таврари тӗнче нумай енлӗ пулни ҫинчен, ҫутҫанталӑка хӳтӗлеме кирли ҫинчен калаçнă, рекордсмен-чӗрчунсемпе паллашнă.
Чӗрчунсем ҫинчен тупмалли юмахсен тупсăмне тупнă, заданисем пурнӑҫланă. Заняти вĕçĕнче "чӗрчунсем хушшинчи Олимпиада" видеоролика пӑхнă, унта ачасем чӗрчунсенчен хӑшӗ чи шеп тата чи вӑр-вар пулнине пӗлнӗ.
#УрокЭколята2022#Друзья Земли
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.