"Объективлӑ пулсан — "пиллӗк" мар, анчах "иккӗ" паллӑ та мар", - тӳрӗ линипе калаçу пынӑ май Радий Хабиров ТКО пухмалли тата утилизацилемелли реформӑна пурнӑҫланине çапла хакланă. Реформа питӗ кирлӗ, анчах йывӑрпа пырать, - тенĕ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ. "Инфратытӑма пурнăçа кĕртиччен пирӗн ҫынсенчен укҫа илме право ҫук, - тесе шутлать Пуҫлӑх. — Кашни ял валли контейнерсем туянмалла, площадкӑсем йӗркелемелле. Регоператорсене техникӑпа пулӑшмалла."
Унтан, реформа - ҫӳп-ҫап пухасси ҫеҫ мар. Утилизаципе тата тирпейленипе татса парас пулать, полигонсем вӗҫӗ-хӗррисӗр мар вӗт", - пӗлтернӗ Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.