Çутă çул
+28 °С
Облачно
Экологи
12 Января 2023, 11:20

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑПушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑ
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑ

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине уя кӑларса пӑрахнӑ, пӗлтернӗ регион Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Ведомствӑн пресс-службинче каласа панӑ тӑрӑх, Кушнаренкă районӗнче пурӑнакан ыйтнипе, Старогумеров ял совет территорийӗнче вырнаҫнӑ, пӗтӗмӗшле 128 гектар ял хуҫалӑх ҫӗр лаптӑкне плансӑр тӗрӗсленӗ.
"Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чишма районӗнчи Бишкази ялӗнчен инҫех те мар, Кушнаренково - Чишма автоҫулӗнчен 1200 метр хӗвелтухӑҫ енче, вӑрман тӑрӑхӗнче, ҫӗр лаптӑкне вараланине палӑртнӑ. 20 тӑваткал метр лаптӑкӗнче пестицидсен усӑ курнӑ тари сапаланса выртать. Вӗсем хушшинче -пластмассӑран тунӑ канистрсем, картонран тунӑ упаковкӑсем, канистр хупписем тата усӑ курнă хӳтӗлемелли хатӗрсем ", - пӗлтернӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Россельхознадзор управленийӗнче.
Куçман пурлăх патшалӑх реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫӗр лаптӑкне "Стерлибашагро" ООО арендӑлать.
Регионти Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ предприятие ертсе пыракана обязательнӑй требованисене пӑсма юраманни тата участока хими каяшĕсенчен тасатмалли ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.

 

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑ
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсен усӑ курнӑ тарине хире кӑларса пӑрахнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас