Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
23 Кӑрлач 2023, 21:10

Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă

Субботнике хутшăннă Б.Имашев урамӗнче пурӑнакансене тав тӑватпăр.

Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă

Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне хуçăлса аннӑ йывӑҫсенчен, вӗтлӗхсенчен тата пысӑк ҫӳп-ҫапсенчен тасатас енӗпе субботник йӗркеленӗ. Шыва ӳкнӗ йывӑҫсем шыва юхма кансӗрлеççĕ, юханшыва шыв тапхӑрне кӗме чӑрмав кӳрет. Ку вара Азнайра пурӑнакансен ҫурчӗсене путарнин сӑлтавӗ пулма пултарать. Ҫавӑнпа та ӑна пӗтерес ӗҫ юханшывра шыв тапхăрне йӗркелесе ярас тата ҫурхи шыв вӑхӑтӗнче ҫуртсене шыв айне ан путартӑр тесе Б.Имашев урамӗнче пурӑнакансем субботнике тухнă. Субботнике хутшӑнакансем хуçăлса аннӑ йывӑҫсене сӳтсе вут сыпписем туса касса купаланӑ, вӗсене вут-шанкă валли илсе кайĕç. Юлнӑ туратсемпе тӗмсене вут ҫинче ҫунтарса янӑ. Субботнике хутшăннă Б.Имашев урамӗнче пурӑнакансене тав тӑватпăр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Азнай ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Азнай ялӗнчи хастарсем Уязы шывне тасатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: