Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
28 Кӑрлач 2023, 15:30

Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ

Командӑсем килĕшÿллĕ, йӗркеллӗ вылянă, заданисене пысӑк интереспа пурнӑҫланă.

Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ
Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ

Январӗн 27-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин ĕçченĕсем "Пушкин картти" программа шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 9в класра вӗренекенсем валли "Хамӑр вӑйӑ" ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче библиотекарь экологи проблемисем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Малалла ачасем икӗ ушкӑна пайланса, капитансене суйласа, çичĕ раунд вӑййисем иртнĕ. Командӑсем килĕшÿллĕ, йӗркеллӗ вылянă, заданисене пысӑк интереспа пурнӑҫланă. Иртнӗ вӑйӑран мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен калаҫкаласа, ачасем пурте ҫутҫанталӑк тӗнчи хӑш чухне паллӑ мар, анчах ҫав тери интереслӗ, тесе килӗшнĕ, кӗнекесенче чавалансан, ун ҫинчен ытларах пӗлесшӗн пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ
Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ
Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ
Ăс-хакăллă экологи турнирӗ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: