Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
17 Нарӑсӑн 2023, 11:05

"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ


"Пушкин картти" программа шайӗнче Пишпÿлекри ача-пăча библиотеки Пелепейри электрификаци тата механизаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнчи студентсем валли "Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче библиотекарь экологи ыйтӑвӗсем ҫинчен каласа панӑ. Малалла студентсем икӗ ушкӑна пайланса, капитансене суйланă. Командăсем çичĕ раундлă вӑйăсем урлӑ иртнĕ. Командӑсем пĕрле, йӗркеллӗ вылянă, заданисене пысӑк интереспа пурнӑҫланă. Иртнӗ вӑйӑран мӗн курни-илтнине сӳтсе явнă хыççăн, хутшăнакансем пурте ҫутҫанталӑк тӗнчи хӑш чухне паллӑ мар, анчах ҫав тери интереслӗ, тесе килӗшнĕ, кӗнекесенче чаваланса, ун ҫинчен ытларах пӗлмеллине кăмăл палăртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
"Хамӑр вӑйӑ" интеллект экологи турнирӗ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: