Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
21 Мартӑн 2023, 10:16

Хупӑлчасене пухма интереслӗ

Акцие хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, ырлăх сунатпӑр.

Хупӑлчасене пухма интереслӗ
Хупӑлчасене пухма интереслӗ

Ача чухне ҫыннӑн ырӑ туйӑмсем пӑхса ӳстермелли шкул витӗр тухмалла. Этем ырӑлӑхӗ, хӗрхенӳлӗхӗ, ытти ҫынсемшӗн савӑнма, хуйхӑрма пӗлни этем телейӗн никӗсне хывать. Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Ырӑ хупӑлчасем" ятлӑ чаплӑ акци иртнӗ. Ку Раҫҫей экологи волонтерĕсен ыркăмăллăх проекчӗ. Проектӑн икӗ тӗллев: тӗнчене тасарах тӑвас тата пулӑшу кирлӗ ачасене пулӑшас. Проекта "Ырӑ хупӑсем" общество юхӑмӗпе тата "Волонтерсем тӑлӑх ачасене пулӑшма" ыркăмӑллӑх фончӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Хупӑлчăсене пухасси - интереслӗ ӗҫ. Пӗтӗм классем акцие хастар хутшӑннӑ. Кашни шкул ачи ҫак проекта пысӑк тӳпе хывнӑ. Пурте пӗрле 4600 яхӑн хупӑлча пухнă. Халӗ ӗнтӗ крышкӑсен партийӗ пластика ĕçлесе хатĕрлекен завода каять. Завод чӗртавара виҫет те "Волонтерсем тӑлӑх ачасене пулӑшма" ыркăмӑллӑх фондне пухнӑ хупӑлчасемшӗн укҫа-тенкӗ куҫарать. "Ырӑ хупӑлчăсем" акци кашни ҫынна пурлӑх парнелеме, ыттисемшӗн тӑрӑшма, пурлӑхсӑр пулӑшу пама, пурне те хӑнӑхнӑ "ҫӳп-ҫап" - апат-ҫимӗҫ пластик хупӑлчисемпе усӑ курса пулӑшма чӗнет. Акцие хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, ырлăх сунатпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Хупӑлчасене пухма интереслӗ
Хупӑлчасене пухма интереслӗ
Хупӑлчасене пухма интереслӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: