Пушкӑртстан Республикинчи ҫамрӑк эколог, Иглин районӗнчи Иглинри 2-мĕш вăтам шкулăн 7-мĕш класӗнче вӗренекен Матвей А. ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе социаллӑ, обществӑлла пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчĕн В.В. Путинăн Тав хутне илнĕ. Кун пирки "Башинформа" Çутĕç министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Матвей, ҫамрӑк пулин те, темиҫе ҫул хушши пысӑк ӗҫ тӑвать: ҫулленех йывӑҫ, тӗмсем лартас ӗҫе хастар хутшӑнать, йӗркесӗр ҫӳп-ҫаппа кӗрешет, экологи ыйтӑвӗсем ҫинчен калакан блога интернетра ертсе пырать, ҫӳп-ҫапа хӑй пухать, экологи хутла пӗлни пысӑккисене ку ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнин пӗлтерӗшне ӑнлантарса парать.
Матвей тата тӗнчери "Сад памяти" акцин амбассадорӗ пулса тӑрать, шӑпах вӑл "Раҫҫей — майсен ҫӗршывӗ" АНО сӑнав совечӗн ларӑвӗнче Владимир Путина çак акцие пур шкул ачисене те явӑҫтарма сӗннӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-03-22/yunomu-ekologu-iz-bashkirii-vruchili-blagodarnost-prezidenta-rossii-3187642
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Çутĕç министерствин пресс-служби.