Пушкӑртстанра тӑватӑ ҫул хушшинче "ҫӳп-ҫап" реформине коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли сферӑра инфратытӑм туса хурас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. — Пирӗн тӗллев – коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли реформӑна пурнӑҫлас енӗпе лидер пуласси. Халӗ республикӑра 25,5 пин оборудованиленӗ площадка тата 73 пин ытла контейнер. Ку реформа стартӗнчен виҫӗ хут пысӑкрах, — палӑртнă Пушкӑрт Республикин Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров.
Ҫак вӑхӑтра республикӑра халӑха ТК турттарассипе туллин ҫавӑрса илме, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне мониторинг тытӑмне ӗҫе кӗртме май килнӗ.
Пушкӑрт Республикин ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗ Нияз Фазылов каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫул тӗлне каяшсене сортировка тăвакан, полигонсене тата компост участокӗсене кӗртекен виçĕ комплекс хута ярӗҫ, ҫакӑ Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама май парать: каяшсен сортировкине 100% тивӗҫтермелле тата пытарма каякан каяшсен калӑпӑшне икӗ хут чакармалла.
https://pravitelstvorb.ru/news/20590/