Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
7 Апрелӗн 2023, 11:36

Пушкӑртстанра экологи ырлӑхне лайӑхлатас тӗллевсене палӑртнӑ

Республикӑра ҫӳп-ҫап тăкмалли йӗркесӗр вырăнсене пӗтерес ӗҫ малалла пырать.

Пушкӑртстанра экологи ырлӑхне лайӑхлатас тӗллевсене палӑртнӑ
Пушкӑртстанра экологи ырлӑхне лайӑхлатас тӗллевсене палӑртнӑ

Республикӑра ҫӳп-ҫап тăкмалли йӗркесӗр вырăнсене пӗтерес ӗҫ малалла пырать.
Тавралӑха сыхлассине регионта уйрăм тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Сӑмахран, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пуçтарас, уйрӑм сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсене сыхласа хӑварас тата туса хурас, ҫавӑн пекех "симӗс" проектсем пурнӑҫлас ӗҫе.
Ҫапла, республикӑра кирлĕ мар вырăнти ҫӳп-ҫапа пӗтерес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ малалла пырать.
— Тăватă ҫул хушшинче 2,3 пин ытла йӗркесӗр ҫӳп-ҫап шăтăкне пӗтернӗ, вӗсенчен 800 ытла — 2022 ҫулта. Кӑҫал эпир юлнӑ 852 ҫӳп-ҫап вырăнне тӗппипех пӗтеретпӗр, — палӑртнă ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров.
Экологи сиенне чакарма палӑртнӑ "Экологи" наци проекчӗн "Таса ҫӗршыв" федераци проекчӗн шайӗнче 2024 ҫул вӗҫлениччен йӗркелемен ултӑ ҫӳп-ҫап вырăнне пӗтерме палӑртнӑ. Ҫак мероприятисене пурнӑҫлани ҫур миллион ҫын пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма май парать.
Пушкӑрт экономика тӗлӗшӗнчен аталаннӑ регион пулса тӑрать, хими, нефтехими, нефтьте тирпейлесе туса кӑларас енӗпе производство хӑвачӗсемпе пуян, ҫакӑ экологи ҫине тивекен нагрузка ӳстерет. Республикӑра ку енӗпе атмосфера сывлӑшӗн мониторинг тытӑмне аталантарас енӗпе ӗҫ пырать. Ҫакӑ атмосфера сывлӑшӗн пахалӑхӗ ҫинчен талӑкӗпех тӗрӗс информаци илме тата органсемпе правительство тӗрӗслесе тӑракан предприятисен оперативлӑ йышӑнӑвӗсене йышӑнма май парать. Инвестицисен пӗтӗмӗшле сумми кунта 10 миллиард тенкӗ ытла, - каласа панă Андрей Назаров.
https://tuvest.ru/articles/common_material/2023-04-07/v-bashkirii-opredeleny-zadachi-po-uluchsheniyu-ekologicheskogo-blagopoluchiya-3209284

Пушкӑртстанра экологи ырлӑхне лайӑхлатас тӗллевсене палӑртнӑ
Пушкӑртстанра экологи ырлӑхне лайӑхлатас тӗллевсене палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: