Апрелӗн 12-мӗшӗнче Уфара Экологи форумӗ тата "Экологипе технологи" специализациленӗ VII выставка хӑйсен ӗҫне тытӑнӗҫ. Вӗсем апрелӗн 14-мӗшӗччен, виҫӗ кун ӗҫлӗҫ.
Экологи форумӗ - регионта экологи культурине аталантарассине -бизнес енчен те, общественность тата халӑх енчен те хавхалантарма чӗнсе илнӗ пӗртен-пӗр курав проекчӗ.
ПР ҫутҫанталӑкпа усӑ куракан тата экологи министрӗ Нияз Фазылов палӑртнӑ тӑрӑх, уçнă вӑхӑтра Пушкӑрт "Раҫҫей шывӗ" акцие старт парӗҫ. Ҫав кунах РФ Çутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви, Çутҫанталӑкпа усӑ курмалли сферӑри надзор енӗпе федераци служби, ПР Правительстви тата икӗ промышленноҫ предприятийӗ хушшинчи килӗшӳсене алӑ пусаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Беларуçран зубрсем тата вӗсене малтанхи адаптацирен республикӑна турттарса килме хатӗрленмелли мероприятисен комплекслӑ планне алӑ пусмалли церемони пулӗ.
Форум ӗҫлӗ программӑн тӗп мероприятийӗ "Сывлӑша варалакан факторсем. Проблемӑсемпе решени ҫулӗсем" пленум сессийӗ пулса тӑрӗ.
Ӗҫлӗ программа шайӗнче федераципе регион спикерӗсене хутшӑнтарса отрасль дискуссиллӗ 20 лаптӑк тата ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ.
Форум шайӗнче Пушкӑртстанри экологи предпринимателӗсен III Съезчӗ тата Пӗтӗм тӗнчери "Сывлӑхлӑ хутлӑх" хутшӑнупа Пӗтӗм Раҫҫейри наукӑпа практика конференцийӗ пулӗ, унта экологи, экономика тата социаллӑ ыйтусене экосистема варалас, атмосфера сывлӑшӗпе халӑха шывпа тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫсене варалас ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
Выставкӑна Раҫҫейӗн тăхăр регионӗнчен 50 ытла компани хутшӑнать: Пушкӑртстанпа Тутарстан Республикисенчен, Пермь, Красноярск крайӗнчен, Мускав, Челябинск, Свердловск тата Тюмень облаҫӗсенчен.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-11/v-ufe-nachinaet-rabotu-masshtabnyy-ekologicheskiy-forum-3215398