Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
26 Апрелӗн 2023, 13:17

Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ

"Эколята кунӗ" шайĕнче ача садĕнче тӗрлӗ тематика мероприятийӗсем иртнĕ.

Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗ экологи культурине аталантарас, ҫутҫанталӑка юратассине ачасенче упраса хӑварас, сыхлас тата тӑван ҫӗршыв ҫутҫанталӑкне ҫӑлас тӗллевпе Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнӗ.
"Эколята кунӗ" шайĕнче ача садĕнче тӗрлӗ тематика мероприятийӗсем иртнĕ.
Шкула хатӗрленекен 6-мĕш ушкӑнри ачасем А.С. Пушкин ячĕллĕ парк территорине тасатассипе акци ирттернӗ, ҫутҫанталӑкра хăйсене мӗнле тытмалли правилӑсене ҫирӗплетнӗ. Шкула хатӗрленекен 5-мӗш ушкӑнсем "Эколята мастерскойӗ" ятлă кайӑк-кӗшӗк валли апат-ҫимӗҫ памалли хатӗрленӗ те вĕсене ҫакса хунă. Аслисен ушкӑнӗ "Ҫӗр" экологи лотоне пуҫтарнӑ, "Блум" кубик пулӑшнипе экологи вӑййине вылянӑ, "Çутҫанталӑка хӳтӗлекен ҫамрӑк эколятасем" стена хаҫачӗ хатӗрленӗ. Чи пĕчĕккисен ача-пӑча ушкӑнӗ, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле "Пирӗн туссем - эколятасем" поделка туса хатӗрленӗ. Вӑтам ушкӑн, музыка ертӳҫипе Ильмира Равильевнӑпа пӗрле коммуналлӑ хытӑ каяшсенчен костюмсем хатӗрленӗ. Эколятасен кунӗ питӗ савӑнӑҫлӑ, интереслӗ, пуринчен ытла, пӗлӳллӗ иртнӗ.

#ЭКОЛЯТА
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Эколята кунӗ" иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: