0 °С
Пӗлӗтлӗ
Майӑн 13-мӗшӗнче Каныкайри вăтам шкул волонтерӗсем, Набережнăй поселокра вӗренекенсем тата Дюсян хастарӗсем пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей шывӗ" акцие хутшӑннӑ, унӑн тӗп тӗллевӗ экологи культурине йӗркелесси тата ҫутҫанталӑка перекетлесси пулса тӑнӑ. Ҫав кун Тим шывӗ хӗррине йӑлари ҫӳп-ҫаппа пластик бутылкӑсенчен тасатнă. Каяшсем валли полиэтилен михӗсем питӗ хӑвӑрт тулнă. Таврари тӗнче ҫине ҫын сӳрӗклӗхӗн йӗрӗсем куҫ умӗнчех ҫухалнă. Субботнике хутшӑнакансене пурне те тавтапуҫ!
#АкцияВодаРоссии
#Чистыйберег
#Субботники
#НацПроектЭкология
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.