Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
9 Августӑн 2023, 11:47

Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Ҫӗр кунӗ" тематикӑллӑ кун иртнӗ.

Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр

Ҫӗре сыхламалла, пур майсемпе те упрамалла.

Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр.

Ун ҫинчи пурнӑҫ кашни сехетрех, пирӗнтен килет вӗт-ха!

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Ҫӗр кунӗ" тематикӑллӑ кун иртнӗ. Ҫак мероприяти ачасене экологи проблемисене явӑҫтарать. Ача садӗнче пирӗн тӗп тӗллев —этемпе ҫутҫанталӑк хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлама, хамӑрӑн планетӑна упраса хӑварма тата сыхлама пӗтӗм вӑя хума хавхалантарасси.

Кун "Ҫӗр — пирӗн пӗрлехи ҫурт» калаçуран пуçланнă, ачасене Ҫӗр этемпе юнашар пурӑнакан мӗнпур чӗрӗ чунсен пӗтӗмӗшле ҫурчӗ пулнине ӑнлантарнă. Эпир ҫынсем ҫутҫанталӑк пайӗ пулнине, чӗрӗ объектсен ӳсӗмӗпе аталанӑвӗ валли шыв, хӗвел, сывлӑш кирлӗ пулнине, хамӑрӑн пӗтӗмӗшле ҫурта этемлӗх пурнӑҫӗпе ҫутҫанталӑк ҫыннисен пурнӑҫне упраса хӑвармалли услови вырӑнне хурса упрамаллине ҫирӗплетнĕ.

Ҫутҫанталӑкра хӑвна мӗнле тыткаламалли правилӑсене те ачасемпе аса илнĕ. Глобус ҫине пӑхсан, унта пирӗн планета мӗн тери илемлӗ пулнине уҫҫӑнах курма пулать. "Экологи тата эпир" дидактика вӑййи вылянă. Мероприяти харӑссӑн вӑйӑ картипе вӗҫленнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640610

 

Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Тусем, юханшывсем, уй-хирсем — ҫакă пурте пирӗн Ҫӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: