Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
8 Сентябрӗн 2023, 13:06

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне йӗркелесе ирттернӗ.

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ Нацисен Организацийӗн асăну кунӗсенчен пӗрне палӑртнӑ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунӗ сенкер тӳпе валли тесе ят панӑ. Сентябрӗн 7-мӗшӗнче сывлӑша варалас ыйтупа тӗнчери мӗнпур ҫӗршывсене тимлеме палӑртнӑ.
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне йӗркелесе ирттернӗ. Ушкӑнсенче воспитательсем ачасемпе сывлӑш сиенӗпе усси ҫинчен калаҫнӑ; сӑнавсем ирттернӗ, йывӑр лару-тӑрӑва "Сывлӑш ӑҫта пытанать", "Сывлӑш мӗн пӗлет", "Хӑмпӑллӑ сывлӑш" татса панӑ. Кун каҫиччен шкулчченхи ачасем интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнĕ, тавракурӑмне анлӑлатнă, пуринчен ытла хӑйсем те хастар хутшӑннă, ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ ҫынна таса та уҫӑ сывлӑш кирлӗ пулнине ӑнланнă.
#деньчистоговоздуха

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610

 

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: