+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пӗтӗм Раҫҫейри «Эколятасем — ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевçисем» урок. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 4а класра вӗренекенсем юннатсем ҫинчен ÿкернĕ фильм пӑхнă. Юннат кам иккенне, унӑн мӗнле пахалӑхсем пуррине, юннат юхӑмӗ мӗнле пуҫланса аталаннине пӗлнĕ. Кайӑксене сассинчен уйӑрса илме, топографи карттине вулама, компьютерпа сывлӑхшӑн сиенлӗ пулмасӑр ӗҫлеме вӗреннӗ. Заняти вӗҫӗнче ачасем тӑван ҫӗршыв пейзажӗсене ӳкернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.