Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
20 Сентябрӗн 2023, 11:58

Пушкӑрт ҫыннисене "Кивĕ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хăвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

Пушкӑртра октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 13- мӗшӗччен "Кивĕ хута пар - йывӑҫ ҫӑлса хăвар!» экомарафон иртет.

Пушкӑрт ҫыннисене "Кивĕ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хăвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Пушкӑрт ҫыннисене "Кивĕ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хăвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

Пушкӑртра октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 13- мӗшӗччен "Кивĕ хута пар - йывӑҫ ҫӑлса хăвар!» экомарафон иртет. ПР Экологи министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци регион районӗсемпе хулисем хушшинче ӑмӑртулла пулса иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене преми, тав çырăвĕсем тата хаклӑ парнесем парӗҫ.
Мероприяти ҫулталӑкне икӗ хутчен кулленхи йӗркепе иртет. Вӑрмансене упраса хӑварас тата полигонсенчи ҫӳп-ҫап калӑпӑшне чакарас ӗҫе кашниех пысӑк тӳпе хывма пултарать.
Пушкӑртстанри мӗнпур халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи вӗренӳ заведенийӗсене, общество организацийӗсене, предприятисене, компанисене тата ытти учрежденийӗсене те хутшăнма чӗнеҫҫӗ. Кирлӗ мар кивĕ хута пухмалла. Кивĕ хута пар — йывӑҫа çӑлса хăвар!» экомарафонӑн официаллӑ сайчӗ ҫинче заявка хӑвармалла. Заявкӑсене пӗтӗм акци тӑршшӗпех йышӑнаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экологи министерствин телеграм-каналӗ.

6+
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-09-20/zhiteley-bashkirii-priglashayut-pouchastvovat-v-aktsii-sday-makulaturu-spasi-derevo-3445845

 

Пушкӑрт ҫыннисене "Кивĕ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хăвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Пушкӑрт ҫыннисене "Кивĕ хута пар — йывӑҫ ҫӑлса хăвар!" акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: