Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи
28 Сентябрӗн 2023, 11:50

Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ

Ачасем тинӗспе унти пулӑсене ӳкернĕ.

Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗПӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ
Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ

Глобус - ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине пӑхатӑп,
Сасартӑк вӑл чӗррӗн сывласа ячӗ;
Материксем мана пӑшӑлтатаҫҫӗ:
- Эсӗ сыхла пире, сыхла!
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн пĕччĕккисен 1-мĕш тата 7-мĕш ушкӑнӗнче Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ. Ачасемпе калаҫусем калаçнă, кӗнекесем, картинӑсем пӑхнă, дидактика вӑййисем вылянă. Художествӑпа эстетика аталанӑвӗн занятийӗнче ачасем йӑлана кӗмен меслетпе - ывӑҫ тупанӗсемпе ӳкерсе кӑтартнӑ. Ачасем тинӗспе унти пулӑсене ӳкернĕ. Ывӑҫ тупанӗсемпе ÿкерни эмоциллӗ напряженине сирсе ярать те кӑмӑла ҫӗклет, ҫакӑ адаптацие ҫӑмӑллатма лайӑх аспект пулса тӑрать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public217412282

 

 

 

Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ
Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ
Пӗтӗм Тӗнчери тинӗс кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас