Кивĕ хута ноябрӗн 15-мӗшӗччен пама пулать, пӗлтерет "Молодежная газета".
Пушкӑртра "БумБатл" "Экологи" наци проектне пулӑшса пыракан макулатура (кивĕ хут) пухас енӗпе акци пуҫарнӑ. Интереслӗ, республикӑра пурӑнакансем макулатурӑна ахаль ҫеҫ мар, командăпа е уйрӑм зачетра мала тухассишӗн кӗрешеҫҫӗ. Кун валли бумбатл.рф сайтӗнче регистрациленмелле, унсӑр пуҫне акци шайӗнче аслӑ шкулсенче, шкулсенче тата ача-пӑча сачӗсенче уроксемпе лекцисем ирттерме палӑртнӑ. Тема - ҫӳп-ҫап пухасси тата ӑна тирпейлесси.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр Пушкӑртстан Республики 16,78 тонна ытла кивĕ хут пухнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-10-12/v-bashkirii-startovala-aktsiya-po-sboru-makulatury-bumbatl-3475439?ysclid=lnmsh97fr6637257823