

Кашни ҫул октябрӗн тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунĕнче пӗтӗм тӗнчипе "Пӗтӗм тӗнчери хутсӑр кун" ҫутҫанталӑк сыхлавӗн акцийӗ иртет, ӑна пӗтӗм халӑха хут ыйтас ыйтӑва явӑҫтарас тесе тӑваҫҫӗ.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн вӑтам ушкӑнӗнчи воспитанникĕсем май килнӗ таран хутпа сахалрах усӑ курса вăхăта ирттерме, ҫав хушӑрах хӑйсен вӑхӑтне савӑнӑҫлӑ та интереслӗ ирттерме йышӑннă: "Хут мӗнле туни" презентаци пӑхнă, сывлӑш шарикӗсем ҫине фломастерсемпе ӳкернĕ, планетӑри мӗнпур чӗрӗ йывӑҫсен пӗлтерӗшне ҫирӗплетнĕ, доска ҫине маркерсемпе ӳкернĕ.
Ҫак кун питӗ тулӑх иртнĕ. Пĕр кун хутсӑр ирттерни пӗр пӗчӗк йывӑҫӑн пурнӑҫне те пулин упраса хӑварасса ӗненес килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282