Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
1 Ноябрӗн 2023, 10:25

Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать

Юханшыв хӗррине ҫӳп-ҫапран тасатас тата тирпейлес ӗҫ малалла тӑсӑлĕ.

Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать

2023 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей шывӗ" акци шайӗнче Ситек ялӗнче Экологи субботникӗ йӗркеленӗ. Субботник ял варринче, илемлӗ вырӑнта юхса иртекен юханшыв участокӗ пысӑк ҫӑлкуҫпа пӗрлешнӗ ҫӗрте иртнĕ. Анчах шыв хӗрри питех те таса мар пулнă: ватӑ йывӑҫсен хуҫӑлнӑ турачӗсем, йӑлари ҫӳп-ҫап, ăпăр- тапăр, типсе хăрнă ӳсентӑрансем пӗтӗмӗшле картинӑна пӑснă. Субботнике 25 ҫын ытла тата виçĕ трактор урапасемпе тата тиевпе хутшӑннӑ. Кӗске вӑхӑтра тăхăр урапа ҫӳп-ҫап турттарса тухнă: хăрнă йывӑҫӗсене касса татнӑ, типнĕ ҫӳп-ҫапа ҫулса пӑрахнӑ, вӗтлӗхсене касса тӑкнӑ. Шыв ҫулне те ҫӳп-ҫап куписенчен тасатнӑ.
Пӗтӗмлетӳ туса ялта пурӑнакансене юханшывӑн экологи лару-тӑрӑвӗ интереслентерни ҫинчен калама пулать, вӗсем хӑйсен ялне юратаҫҫӗ тата хаклаҫҫӗ. Юханшыв хӗррине ҫӳп-ҫапран тасатас тата тирпейлес ӗҫ малалла тӑсӑлĕ.
"Урожай" ООО ертӳҫине Ю.И. Иванова урапаллă трактор панӑшăн, Ю.Н. Михайлова харпӑр транспорчӗпе ҫӳп-ҫап турттарнӑшӑн питӗ пысӑк тав тӑватпӑр.
Ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав.
#МалыйСедяк
#ВодаРоссиивМаломСедяке
#сохранениярекиСедяк
#СубботниквМаломСедяке
#СубботникБижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьевăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/id550989883

 

 

 

Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Ял-йыш юханшывшăн пăшăрханать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: