Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экологи
6 Мартӑн , 10:26

Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе экологи уявне — Тискер ҫутҫанталӑк кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ
Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ


Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе экологи уявне — Тискер ҫутҫанталӑк кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун "Дюймовочка" ача сачӗн "Пчелки" (Йăлпăлакри филиал) тӗрлӗ ҫулти ушкӑнра "Тискер ҫутҫанталӑк кунӗ" тематикӑллӑ калаҫу ирттернӗ. Унта ачасем ҫак уяв мӗнле пуҫланса кайни çинчен пӗлнӗ, "Эпир Хӗрлӗ кӗнеке ҫинчен мӗн пӗлетпĕр" альбома питӗ интересленсе пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех "Тискер ҫутҫанталӑк сасси" вӑйӑ вылянă, унта ачасем тискер кайăксен, хурт-кӑпшанкӑсен, кайӑк-кӗшӗксен сассисене чухланӑ, кам сасси иккенне тавҫӑрса илсен, кам сасси пулнине сӑнласа панӑ карточкӑна ҫӗкленӗ. "Йывӑҫ ҫулҫисене пуҫтар" вӑйӑ, "Чӗрчунсем" блиц-ыйтусем конкурс, тискер чӗрчунсене касса кӑларасси ирттернĕ, юлашкинчен вара вӑрманта хӑвна мӗнле тытмалли правилӑсене аса илнӗ.

#ВсемирныйДеньДикойПрироды

Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610

 

Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ
Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ
Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ
Йăлпăлакри ача садĕнче экологи уявĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: