Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экологи
9 Мартӑн , 11:44

Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Ҫӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт" информаци сехечӗ иртнӗ.

Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Ҫӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт" информаци сехечӗ иртнӗ.
Ҫӗр Планета - пирӗн пӗрлехи ҫурт, унта пурӑнакан кашни ҫыннӑн, унӑн мӗнпур хаклӑ япалисемпе пуянлӑхне упраса, ӑна тӑрӑшуллӑ та тирпейлӗ пӑхмалла. Ҫын айӑпӗпе пушарсемпе каснӑ вырӑнсенче вӑрмансем пӗтеҫҫӗ, шыв талккӑшӗсем ҫука юлаҫҫӗ, апла пулсан, унта пурӑнакан чӗрчунсен тӗнчи те пӗтет.
Ертÿçĕ ачасене Ҫӗр уявӗ мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа панă, экологи катастрофисем ҫинчен аса илтернĕ, пирӗн планетӑна упраса хӑварас тесе кашни ача мӗн тума пултарни ҫинчен сӳтсе явнă.
Малалла викторинӑна хутшӑнакансем, ыйтусем ҫине активлӑн хуравласа, ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ.
Мероприяти ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

 

 

Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Çӗр - пирӗн пӗрлехи ҫурт
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: