Эпӗ районта тасалӑхпа йӗркелӗхшӗн, тасалӑх - сывлӑх никӗсӗ, - тет Пишпÿлекри Рузанна Хабутдинова, вăл эколог пуласшӑн тата субботниксем йӗркелесшӗн.
Ҫӳп-ҫап турттаракан операторăн профессийӗ час-часах куçа курӑнмасть. Анчах ҫӳп-ҫап турттаракан водителе контейнерсем тиеме пулӑшакан ҫак илемлӗ те черчен хӗре асӑрхамасăр хăварма йывӑр.
Пишпÿлекри Рузанна Хабутдинова ӗҫе ирхи ултӑ сехетре пуҫлать. Хӗр ҫӳп-ҫап турттаракан оператор вырӑнӗнче ӗҫлет. Вӑл ҫирӗм ҫулта, анчах виҫӗ ҫул ӗнтӗ пирӗн район тасалӑхӗшӗн тӑрӑшать.
— Хальхи вӑхӑтра Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче вӗренетӗп. Вӗренетӗп те, ӗҫлетӗп те, кӑҫал повар-кондитер дипломне алла илетӗп. Ку ӗҫе эпӗ ӑнсӑртран хам валли уҫрӑм. Малтан паллакан ҫӳп-ҫап турттаракан водительпе ҫеҫ ҫӳреттĕм. Сӑнарӑм, унтан пурне те вӗрентме ыйтрӑм. Тӗрӗссипе каласан, пурне те астӑватӑп, пурне те вӗренетӗп тесе шутламанччĕ, анчах ку ӗҫе хӑнӑхрӑм. Ҫавӑнтанпа эпӗ — ҫӳп-ҫап турттаракан машина операторĕ, - каласа парать Рузанна.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑй кӑмӑлне каякан ĕç тупнишĕн питӗ хавас. Ӑна техника килӗшет, унпа мӗн ҫыхӑнса тӑни пурте килӗшет.
— Манӑн ӗҫ кунӗ ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫченех пырать, урӑхла каласан, пурте ҫӳп-ҫап калӑпӑшӗнчен килет. Ҫӳп-ҫапа эпир Пелепее турттаратпӑр. Пирӗн икӗ маршрут. Пӗр машина ялсем тӑрӑх ҫӳрет, тепри Пишпÿлек урамĕсем тăрăх. Пирӗн коллектив питӗ туслӑ, эпир яланах пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Кам та пулин хӑйӗн ӗҫне маларах пӗтерет пулсан, теприне пулӑшма каять, кайран вара пурте пӗрле полигона каятпӑр, — хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа парать Рузанна.
Ҫулталӑк тӑршшӗпе, кирек мӗнле ҫанталӑкра та, хӗр хӑйӗн районӗ тирпейлӗ те таса пултӑр тесе тӑрӑшать. Рузанна каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗн ачаранпах тавралӑхшӑн тӑрӑшма юратнă.
— Вӗренӳ пӗтнӗ хыҫҫӑн Уфана документсене "Экологипе ҫутҫанталӑк" специальноçа паратӑп. Эколог пуласшӑн. Тата ҫитес плансенче субботниксем йӗркелеме тытӑнма. Эпӗ соцсетьсенче группа пухрӑм та хамӑр тавралăхшăн тăрăшакан ҫынсем хушшинче сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсенчен команда пухма тытӑнтӑм. Районта пурӑнакансене мана пулӑшнӑшӑн тата ҫак ӗҫе панӑ ҫынсене - Евгений Сергеевич Лиходедовпа Сергей Ильич Лиходедова тав тӑвас тетӗп. Тавах ман ĕçтешсене, вӗсем мана нихҫан та кӳрентерме паманшӑн, вӗсемпе эпӗ чул хӳме хыҫӗнче тӑнӑ пек, Андрей Петрович Герасимовпа Артем Евгеньевич Еремеева ӗҫлеме вӗрентнӗшӗн. Эпӗ районта тасалӑхпа йӗркелӗхшӗн, тасалӑх — сывлӑх никӗсӗ, ҫыншăн ҫеҫ мар, унӑн тавралӑхĕшĕн те — ҫирӗплетсе парать Рузанна.
Неля САБАХОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Рузанна Хабутдинован архивĕнчен.