Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Мартӑн , 13:58

Экологи квест-вӑййи иртнĕ

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче вӗренекенсем "Ҫамрӑк экологсем" экологи квест-вӑййине хутшӑннӑ.

Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче вӗренекенсем "Ҫамрӑк экологсем" экологи квест-вӑййине хутшӑннӑ. Квест-вӑййа хутшăнас текенсем нумаййăн пулнă, ҫавӑнпа та хутшӑнакансене пилĕк командӑна уйӑрнă. Вӑйӑ пуҫламӑшӗнче кашни команда квест темине тивӗҫлӗ команда ятне шухӑшласа кӑларнӑ: "Çутҫанталӑка хӳтӗлекенсем", "Экологи", "Экос", "Элементарисем" тата "Симӗс десант". Кашни тапхӑрта-станцире ачасене тӗрӗслевсем кӗтнĕ. Ҫапла вара нумай мар ытларах балпа "Симӗс десант" команди мала тухнă. "Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекенсем" 2-мĕш тата "Экос" 3-мĕш вырӑна, пĕр балл сахалрах пулса, йышӑннӑ. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем пурте тутлӑ призсем илнĕ, ҫӑварни эрнине чысласа тутлӑ икерчӗ ҫинĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club144264663

 

 

Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Экологи квест-вӑййи иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: