Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
22 Апрелӗн , 11:56

Ситек ялӗнче пурӑнакансем субботнике тухнӑ

Ку пуҫламӑшӗ кӑна, пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсӑпӑр...

Ситек ялӗнче пурӑнакансем субботнике тухнӑ
Ситек ялӗнче пурӑнакансем субботнике тухнӑ

Субботник вăл илемлӗ тӗнчере пурӑнас, ҫурхи уҫӑ сывлӑшра пурсӑмӑрӑн та пӗрле пулса ĕçлени. Эпир тӑрӑшнипе тирпей кӗртнӗ хыççăн тата илемлӗрех курӑнакан тӗнче ҫине пӑхма ҫав тери кӑмӑллӑ. Уҫӑ сывлӑшра ӗҫлени пурне те савӑнтарать, хавхалантарать.
Апрелӗн 21-мӗшӗнче Ситек ялӗнче пурӑнакансем субботнике тухрĕç. Кӗреплесемпе, сенӗксемпе, пуртӑсемпе, пӑчкӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсем парк территорине тирпей кĕртрĕç. Пысӑк ӗҫ туса ирттернĕ: пӗтӗм территорие ҫӳп-ҫапран тата типӗ курӑксемпе ҫулҫӑсенчен тасатнӑ.
Субботник активлӑ иртрӗ, таврари ҫутҫанталӑка сыхлассишĕн пурте хастарлӑ та кăмăллă пулчĕç. Ситек вӑл - пирӗн пӗрлехи ҫурт. Пирӗн те яланах тасалӑхпа йӗркене тытса тӑмалла. Ку пуҫламӑшӗ кӑна, пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсӑпӑр... паян хутшӑнма пултарайманнисене пурне те тепĕр субботникре кĕтетпĕр.
Пурте лайӑх ӗҫлерĕмĕр. Ҫак мероприятие хутшӑнакансене пурне те тавтапуҫ!!!
Иван Григорьев,
Ситек ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьевăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/id550989883

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: