Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экологи
25 Апрелӗн , 12:39

"Улыбка" ача садĕнче Çĕр кунне паллă тунă

Кашни ҫул апрелӗн 22-мӗшӗнче пӗтӗм планетӑри ҫынсем Ҫӗр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

"Улыбка" ача садĕнче Çĕр кунне паллă тунă
"Улыбка" ача садĕнче Çĕр кунне паллă тунă


Кашни ҫул апрелӗн 22-мӗшӗнче пӗтӗм планетӑри ҫынсем Ҫӗр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесĕсенче экологи ыйтӑвӗсене кӑмӑллакан ҫынсем тӗнчере тасалӑхпа яваплӑх ытларах пултӑр тесе мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Почемучки" аслă ушкӑнӗнче ачасемпе Планета сывлӑхӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ, ачасем глобуса пăхса тухнă, çӗре мӗншӗн сенкер планета тенине пӗлнӗ, ачасем сӑрсемпе сӑрланӑ, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн вара, пӗрле, хӑйсен вылямалли площадкинче йӗрке тунӑ.
Ҫак кун ачасене ҫӗнӗ пӗлӳ уҫма, Ҫӗр – пирӗн ҫурт кӑна мар, пур чӗрчунсемшӗн те, ӳсентӑрансемшӗн те ҫурт пулнине ӑнланса илме пулӑшнă. Пирӗн ӑна сыхлас пулать, унӑн пуянлӑхне упрас пулать, унта пурӑнакансене пĕрне те кӳрентермелле мар.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

 

"Улыбка" ача садĕнче Çĕр кунне паллă тунă
"Улыбка" ача садĕнче Çĕр кунне паллă тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: