Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Экологи
18 Ноябрӗн 2024, 12:30

Михайловкăра экологи пӗлӗвӗсен эрни иртнĕ

Пушкӑрт Республикинче экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле?

Михайловкăра экологи пӗлӗвӗсен эрни иртнĕ
Михайловкăра экологи пӗлӗвӗсен эрни иртнĕ

Михайловкăри вăтам шкулта 4-мӗш класра "Çутҫанталӑка пӗлекен" экологи класс сехечӗ иртнӗ. Вӗренӳре класс ертӳҫи Мария Вениаминовна Андреева вӑйӑ формипе ачасене тавралӑхри экологи проблемисене асӑрхаттарнӑ.

Пушкӑрт Республикинче экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле?

Хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстанра шыв-шурсем вараланнӑ, таса шыв ыйтӑвӗ çивĕчленме пуҫланнӑ. Предприятисемпе транспорт кӑларни атмосферӑна варалать. Тӑпрасен ресурсӗсем пӗтсе пыраҫҫӗ, вӗсенчен ҫурри ытларахăшне эрози ернӗ. Вӑрмансенче, вӑрман каснӑ ҫӗрте, хаклӑ йышши йывӑҫсене — чӑрӑшсене, хырсене, пихтӑсене сахалрах хаклӑ хурӑн, ӑвӑс улӑштараҫҫӗ. Ӗлӗк пуян ҫеҫенхирсем начарланса ҫитнĕ. Вӗсем ҫинче выльӑх-чӗрлӗх кĕтĕвĕсем ытла та нумай, армутипе типчакран тунӑ илемсӗр те лутра продуктивлӑ курӑксем тӗрлӗ тӗслӗ кӑлканлӑ вырӑнсене ылмаштарнă.

Ӗлӗк пирӗн юханшывсенче пулӑсем туллиехчӗ, вӑрмансенче, ҫеҫенхирсенче, улӑхсенче промысла кайӑкӗсемпе хаклӑ тискер кайӑксем нумайччӗ. Пӑлан, бобр, выхухоль, сӑсар, пурӑш, сӑр; вӗҫен кайӑксенчен: акӑш-шипун, тӑрна, ӑмӑрткайӑк, карӑк, ӑсан; пулӑсенчен: стерлядь, белуга.

Сăнÿкерчĕкĕ: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club201689192

 

 

 

Михайловкăра экологи пӗлӗвӗсен эрни иртнĕ
Михайловкăра экологи пӗлӗвӗсен эрни иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: