Тавралӑхпа паллаштармалли чи пӗлтерӗшлӗ меслетсенчен пӗри - сӑнав. Уҫӑлса ҫӳренĕ чухне сӑнани таврари тӗнче ҫинчен пĕлнисене пуянлатать, ҫутҫанталӑк çине ырӑ кӑмӑлпа пӑхассине йӗркелет. Сӑнани ачасене ҫутҫанталӑкпа интереслентерет, ун ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлес килтерет.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн хатӗрленÿ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ача сачӗн территорийӗ умӗнче ӳсекен ешӗл тата сенкер чӑрӑшсене сӑнанӑ. Чӑрӑш - питӗ илемлӗ те усӑллӑ йывăç, ăна тавралăха ешĕл тум тăхăнтартма усӑ кураççĕ, вăл Ҫӗнӗ ҫул символӗ пулса тӑрать. Ҫак йывӑҫа упраса хӑварас тесен унӑн тытӑмне, уйрӑмлӑхӗсене, ӳсен-тӑран уйрӑмлӑхӗсене, ҫынпа выльӑх-чӗрлӗхшӗн усӑллине, ҫавӑн пекех искусство произведенийӗсенче чӑрӑш сӑнарӗсемпе паллашмалла. Ачасем йывӑҫ вуллине, турачӗсене, йӗпписене пӑхса тухнă. Симӗспе сенкер чӑрӑша танлаштарнă, уйрӑмлӑхĕсене тупнă. Тата чăрăшсем çинчен нумай çӗннине пӗлнӗ.
Кӗркунне чӑрӑшсем лӑссине пӑрахаҫҫӗ, анчах пӗтӗмпех мар, улттӑмӗш пайне ҫеҫ. Ҫуркунне ҫӗнӗ лӑсӑ ӳсет.
Чӑрӑш вӑрманӗсем климата витӗм кӳреҫҫӗ. Хӗлле чӑрӑшлӑхра ӑшӑрах, ҫуллахи шӑрӑхра - сулхӑн.
Кашни чӑрӑш йӗкелĕнче лимонпа, апельсинпа танлаштарсан, С витамин ултă хут нумайрах.
Группӑна кĕрсен, ачасем хӑйсем уҫӑлса ҫӳрени ҫинчен хаваслансах каласа панă, чӑрӑш лӑссисем пухнӑ экспонатсене пӑхма тытӑннă. Ҫавӑн пек уҫӑлса ҫӳренине пула шкулчченхи ÿсĕмри ачасем ҫутҫанталӑкпа хутшӑнса киленеҫҫӗ, маларах илнӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетеҫҫӗ, тавралӑх тӗлӗшпе яваплӑрах пулса тӑраҫҫӗ, ӑна хаклама тата упрама вӗренеҫҫӗ.
В.Л. АНДРЕЕВА,
Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн воспитателĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282