Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Экологи
20 Кӑрлач 2025, 12:36

Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ

Январӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре хӗллехи вӗҫен кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Хӗл каçакан кайӑксен кунӗХӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ

Январӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре хӗллехи вӗҫен кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку вӑл уйрӑм кун, ҫулталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче те пирӗнпе пӗрле юлакан кайӑк туссемшӗн тӑрӑшма пултаратпӑр.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 6б класра вӗренекен ачасем шкул картишӗнче кайăксене апат-ҫимӗҫ памаллисене ҫакса тултарнӑ, вӗсене хӑналанӑ. Халӗ пирӗн ҫунатлӑ кӳршӗсем апат-ҫимӗҫпе тӑранӗҫ, хӗллехи сивӗсене ҫӑмӑлрах тӳссе ир-ттерме пултарӗҫ.
Пирӗнпе пӗрлешӗр! Кайăксене апат памаллисем ҫук пулсан, эсир вӗсене хӑвӑр тӗллӗн тума пултаратӑр. Ку вӑл вӗҫен кайӑксене пулӑшмалли тата вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли питӗ лайӑх меслет. Атьӑр, пӗрле хӗле хамӑрӑн пӗчӗк туссемшӗн кӑшт ӑшӑрах тӑвар.
#Бижбуляк2школа
#Деньзимующихптиц
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Хӗл каçакан кайӑксен кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас