Мартăн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ. Ҫак уява нумаях пулмасть 2013 ҫулта паллӑ тума пуҫланӑ. Праҫник тӗллевӗ — тискер ҫутҫанталӑк илемӗ ҫине, тискер ҫутҫанталӑк объекчӗсем ҫине перекетлӗ пӑхни ҫинчен аса илтересси. Унсӑрӑн пурте Ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалма пултарать.
Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ шайӗнче "Дюймовочка" ача сачӗн Йăлпăлакри филиалĕнчи «Пчелки» тĕрлĕ çулхи ушкăн педагогĕ ачасене ҫак уявпа паллаштарнă, ӑнлантарса панă: вӑрмансем, уй-хирсем, юханшывсем, тусем, вӗҫен кайӑксем, чӗрчунсем, хурт-кӑпшанкӑсем — ҫакӑ пурте тискер ҫутҫанталӑк. Пирӗн ҫутҫанталӑк питӗ нумай енлӗ, ӑна пăхмалла, сыхламалла, ӑна тирпейлемелле, хисеплемелле, - ӑнлантарнӑ педагог ачасене.
Илнĕ пӗлӗве ачасем дидактика вӑййисемпе ҫирӗплетнĕ: "Чĕрчуна пух", "Тискер чӗрчунсене туп", "Хаваслӑ липучкӑсем, географи", "Чӗрчун мӗлкине туп". Вӑрманта хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене аса илнĕ. Ачасем тата тискер ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан ӳкерчӗксене тишкернĕ. Педагог «Хӗрлӗ кӗнеке» ҫинчен эпир мӗн пӗлетпĕр» папкӑ тунă. Тематика кунне тискер чӗрчунсен сăнĕсем ÿкернĕ ÿкерчĕксене сӑрлассипе вĕçленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610