Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
21 Мартӑн 2025, 12:04
1

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ

Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ май, Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн аслă ушкăнсен ачисемпе "Ҫӗр кунӗ" экологи вӑйă-ҫулҫӳрев ирттернӗ.

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ

Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ май, мартăн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн аслă ушкăнсен ачисемпе "Ҫӗр кунӗ" экологи вӑйă-ҫулҫӳрев ирттернӗ.
Ҫул ҫӳренӗ чухне ачасем тӗрлӗ станцисене иртнĕ, интереслӗ те тавҫӑруллӑ заданисене пурнӑҫланӑ.
Вӑхӑт хаваслӑ та сисӗнмесӗрех иртнӗ, ачасем хӑйсен ӗҫне, тавҫӑрулӑхне, пӗлӗвне кӑтартнă, финиша ӑнӑҫлӑ ҫитнĕ.
Ачасем экологи вӑййи-ҫулҫӳревпе кӑмӑллӑ пулнă, ҫутҫанталӑкра сиенлӗ е усӑллӑ чӗрчунсем, вӗҫен кайӑксем, ӳсентӑрансем, тӗмсем ҫук, вӗсем пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ вӗт, вӗсене упрас пулать, тенĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282

 

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас