Вӑл апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 10-мӗшӗччен Пушкӑртра иртӗ. Ҫак кампани шайӗнче ПР Ял хуҫалӑх министерстви, ПР ветеринари енӗпе ĕҫлекен комитечӗ, Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗ тата ГИБДД специалисчӗсем пыл хурчӗсене вӑрттӑн турттарнине палӑртас енӗпе рейдсем ирттерӗҫ.
Операцие пыл хурчӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатма хурт-кӑпшанкӑ импортне ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма йĕркеленĕ.
Раҫҫее килнӗ хыҫҫӑн кашни партие Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн аккредитациленӗ лабораторийӗсенче чирсем пуррине лаборатори тӗпчевӗ параҫҫӗ. Анализсен результачӗсем пăсăк мар пулсан, хурт-кӑпшанкӑсем ҫӗршыв территорийӗнче ирӗклӗн сарӑлма пултараҫҫӗ.
— Ют ҫӗршывран пыл хурчӗсене тӗрӗслемесӗр турттарассин мерисене федераци тата регион шайӗнче пурнӑҫланӑ. Тӗп сӑлтавӗ — ытти регионсемпе ҫӗршывсенчен пыл хурчӗсене законсӑр турттарнипе ҫыхӑннӑ пыл хурчӗсем хушшинче ҫӗнӗ чирсем сарӑлни. Ҫакӑ популяцисен сывлӑхӗ начарланни, пыл пахалӑхне чакарни тата унӑн хӑйне евӗрлӗ характеристикине ҫухатни патне илсе çитерет, — палӑртнă ПР патшалӑх ветеринари енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Азат Зиганшин.
Аса илтеретпӗр, апрелӗн 8-мӗшӗнчен республикӑра мобильлӗ ветеринари лабораторийӗ ӗҫлеме пуҫланă. Унӑн тӗллевӗ — пыл хурчӗсене диагностика тăвасси тата регион пыл хурчӗсене ĕрчетекенсен пылне тӗпчесси.
Сăнÿкерчĕкĕ: Патшалăх ветеринари комитечӗ.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2025-04-10/v-bashkirii-ob-yavlena-operatsiya-pchela-4191924