Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти экологи эрнинче 6-мĕш класра вĕренекенсем Кăркан шывӗ хӗррине экскурсине кайнă.
Шыв хӗррине уҫӑлса ҫӳреме каясси шыв хӗрринчи йӗркесене аса илтернинчен пуҫланнă.
Экскурсире ачасем Юханшыв (ку вӑл шывра пурӑнакансен: ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен йышӗ, вӗсем шывра пурӑнма хӑнӑхнӑскерсем) пек ӑнланӑва ҫирӗплетнĕ.
Район территорийӗнче 20 ытла юханшыв юхнине пӗлнĕ. Чи пысӑккисем - Тим тата Ăх юханшывӗсем.
Хăнтăр пӗвине Кăркан шывӗ ҫинче курнă. Йывӑҫран тунă хăнтăрсен архитектурипе тата пултарулӑхӗпе тирпейлӗ паллашнă.
Экскурси вĕçĕнче ачасем ҫутҫанталӑка, ҫутҫанталӑк объекчӗсене тавралӑхра пурӑнакан ҫынсен епле тирпейлӗ тыткаламалли ҫинчен пĕтĕмлетÿ тунă.
#Бижбуляк2школа
#нацпроектыБашкортостана
#ТочкаРостаРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2