Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
17 Апрелӗн , 12:33

Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта шкул ҫумӗнчи территорие тасатас тĕллевпе апрельти субботник иртнӗ.

Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!


Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта шкул ҫумӗнчи территорие тасатас тĕллевпе апрельти субботник иртнӗ, унта 5-8,10-мĕш классенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшӑннă.
Кӗреплесемпе, шӑпӑрсемпе, витресемпе, михӗсемпе, перчеткесемпе тата ырă кӑмӑл-туйӑмсемпе хӗҫпӑшалланса, шкул картишне тирпейленĕ, ҫулсене шӑлса тасатнă, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнă.
Пӗтӗм субботник тӑршшӗпе ӗҫ вӗресе тӑнă, кулнă, шӳтленĕ, пӗр-пӗринпе калаçнă. Шкул территорийӗ тасарах та илемлӗрех пулни çийĕнчех курӑнать. Ку вара кӗтнинчен те ытларах пулнă. Шкул картишӗ таса та уҫӑ халĕ.
8б, 8в,10-мĕш классенче вĕренекенсем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин паркӗнче субботник ирттернӗ. Ачасем ҫӳп-ҫапа, туратсене пуçтарнă, ҫулсене шăлса тасатнă, палӑк патӗнчи территорие, ача-пӑча площадкине тирпейленĕ. Паркăн тулашри территорийӗнчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
Субботник вӑл - ырӑ йӑла, вӑл пирӗн яла тасарах та илемлӗрех тӑвать кӑна мар, классен коллективӗсене пӗрлештерет те, тунӑ ӗҫрен тата пӗрлехи ырлӑха хӑй хывнинчен кӑмӑл тулать.
Субботнике хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр. Эсир ĕçленине тата тӑрӑшнине пула пирӗн шкулпа парк территорийӗ тата лайӑхрах пулса тӑчӗ. Пӗрле - эпир вӑй!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587

 

 

Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Субботник шкулта: пӗрле тӗнчене тасарах та илемлӗрех тӑватпӑр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас