

Этем ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнса ӗҫлени хальхи вӑхӑтри чи ҫивӗч ыйтӑва татса парать. Пӗлӗве кӑсӑк формӑпа парсан тата ача ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе кӑсӑкланнине шута илсен, ачасем экологи пӗлӗвӗн комплексне ҫӑмӑллӑнах хӑнӑхаҫҫӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта экологи пӗлӗвӗн эрни иртнӗ, 4в класра вӗренекенсем те (класс ертӳҫи Т.В. Федорова) айккинче юлман.
Ачасемпе экологи юмахӗсене вуланă, кайран вĕсене калаҫура сÿтсе явнă.
Ҫавӑн пекех каяшсене "уйрӑм пухасси" тата ҫакна мӗншӗн тумалли çинчен калаçу ирттернĕ. Эпир хӑтӑлас текен, планета сиен кӳрекен ҫӳп-ҫапа тӑшман мар, союзник тума пулать! Ӑна тӗрӗс тыткаламалла - сортламалла тата тирпейлемелле, урӑхла каласан, кирлӗ мар япаласенчен ҫӗнӗ те усӑллӑ япаласем туса хумалла. Ачасем батарейкӑсем пухнӑ, вӗсене ҫӗнӗ пурнӑҫ пама шутлаççĕ.
#Бижбуляк2школа
#Неделяэкологическихзнаний
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2?from=groups