"Раҫҫей шывӗ" пӗчӗк юханшывсемпе шывсене тасатас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри экологи акцийӗ пысӑк чапа тухать. Шкул ачисем кашни ҫул Кăркан шывӗн ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ, хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫынсене ансат ӗҫе хавхалантарасшӑн, каннӑ хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа хӑйсемпе пӗрле пуҫтарма. Экологи акцийӗн тӗллевӗ — юханшыв ҫыранне ҫӳп-ҫапран тасатасси кӑна мар, экологи культурине воспитани парасси те, ял ҫыннисене экологи ыйтӑвӗсемпе ҫутҫанталӑка перекетлӗ пӑхасси те пулнӑ.
Михӗсем илсе, ачасем юханшыв хӗррине йӗркене кӗртнĕ. Шкул ачисемпе учитель территорие пластиксемпе кӗленче савăтсенчен, пӗр евӗрлӗ савӑт-сапаран, полиэтилен пакечĕсемпе йӑлари ҫӳп-ҫапсенчен пӗр харӑс тасатнă. Вӗсем ӗҫленипе юханшыв таса ҫыранлă пулса тӑнӑ. Тавтапуҫ вӗренекенсене!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.