Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи
28 Апрелӗн 2025, 06:46

Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ

Республика "Ешĕл Пушкӑртстан" акцийӗ пирӗншӗн пуриншӗн те ырӑ йӑла пулса тӑнă.

Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗПишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ, вӑл тавралӑх хутлӑхне упрас тата лайӑхлатас тӗллевпе пурӑнакансен пӗрлӗхӗн ҫап-ҫутӑ тӗслӗхӗ пулса тӑнă. Экологи субботникӗ тӑван ҫӗршыва хӑтлӑх кӗртес ӗҫе хӑйсен тӳпине хывас текен Пишпÿлек ялӗнчи виҫӗ вӑтам шкул ачисене, сÿрĕк мар кăмăллă çынсене тата ӗҫ коллективӗсен представителӗсене пӗрлештернӗ.

Республика "Ешĕл Пушкӑртстан" акцийӗ пирӗншӗн пуриншӗн те ырӑ йӑла пулса тӑнă. Ҫулталӑкра икӗ хутчен, пӗр командӑна пӗрлешсе, эпир хамӑрӑн тӑван Пишпÿлек районне тата илемлӗрех тӑвас тесе пысӑк субботнике тухатпӑр. 8 пине яхӑн чӑрӑш хунавĕсене Пишпÿлекĕн çавра ҫулӗпе сабантуй уҫланкине каякан ҫул хĕррипе лартса тухнӑ. Ҫанталӑк питӗ лайӑх тӑчĕ, ҫавӑнпа тӑрӑшни лайӑх результат парасса шанатпăр. Субботнике хутшӑнакансене пурне те тавтапуҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh?from=groups

 

 

Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" анлӑ акци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас