«Дюймовочка» ача сачĕн Йăлпăлакри филиалĕнчи «Пчелки» тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнӗнче усӑллӑ та ӗҫчен хурт-кӑпшанкӑ - Пыл хурчĕ кунне халалланӑ тематика кунӗ иртнӗ. Воспитатель пыл хурчӗсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ, ачасем пыл хурчӗсем мӗнпе тӑранса пурӑннине, ӑҫта пурӑннине, ҫынсене мĕнле усă кӳни ҫинчен, пыл хурчӗсем патне ҫывӑха пыма юраманни ҫинчен пӗлнĕ. Хурт пăхакан професси ҫинчен пӗлнĕ. Дидактика вӑййисем: «Пыл хурчӗсем», «Математика хӗвӗсем», «Картинкӑсем пуҫтар», «Мӗн чухлӗ пыл хурчӗсем сылтӑмалла, сулахаялла пӑхаҫҫӗ», «Çуррине туп», «Пыл хурчӗсемпе чечексем» вылянă. «Хаваслӑ пыл хурчӗсем» аппликаци тунă. Ҫавӑн пекех эпир те пыл хурчӗсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тума пултарнине пӗлнĕ: чечексене татмалла мар, чечек ытларах лартмалла.
#ДеньПчел
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.