Пограничник кунне уявлас умӗн, Ситекри Культура çурчĕ патӗнчи территорин тулашри сӑн-сӑпатне тирпейлемелли субботник иртнӗ. Субботнике ял ҫыннисем, ӗлӗкхи библиотекарьсем тата культработниксем хутшӑннӑ. Пурте хавхаланса, чунтан тӑрӑшса ӗҫленĕ, мӗншӗн тесен кун пек мероприяти конкретлӑ ӗҫшӗн кӑна мар, хӑйсен юратнӑ ялӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнă. Сана пула илемленсе кайнӑ тӗнче ҫине пӑхма ҫав тери кӑмӑллӑ вӗт! Субботник массӑллӑ пулса тӑнă, пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленĕ. Кун пек мероприятисем кирлӗ те мăнаçлă, пирӗн туслӑ коллектив яланах ырӑ ӗҫе хастар хутшӑнать тесе шантарса калама пулать. Ҫуллахи эстрада тата ун ҫумӗнчи территори уява илемленнинче ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ кашни ҫын ӗҫӗн пӗр пайӗ пур. Хӑйсен гражданла позицине, патриотизмне тата пӗчӗк Тӑван çӗршывне юратнине кӑтартакансене пурне те тавтапуҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public147264536