Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
9 Июнӗн , 12:16

Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн «Гномики» кӗҫӗн ушкӑнӗнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ.

Мероприяти тӗллевӗ — этем ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ пулнине пӗчӗккисен ӑнланӑвне йӗркелесси, пирӗн тӗллев — ӑна упрасси тата сыхласси!

Уяв «Эколятасен гимнне» чаплӑ пурнӑҫланинчен пуҫланнă, вӑл ҫутҫанталӑка пӗрлӗхпе юратӑвӑн атмосферине самантрах туса хунă.

Лесовик мучи килни ачасем валли парне пулса тӑнă. Вӑл хӑйпе пӗрле савӑнӑҫлӑ та хускануллă вӑйӑсем илсе килнӗ: «Мӑшӑрсене туп», «Тимлӗ пул», «Ачасем вӑрманта уҫӑлса ҫӳрени», «Çӳп-ҫапа пуҫтар». Ачасем хавасланса вылянӑ, тавралӑхшӑн тӑрӑшма вӗреннӗ.

Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк экологсем ҫутҫанталӑк ҫинчен тупмалли сăмахсен тупсăмĕсене тавҫӑрса илнӗ, вӑрманта хӑйсене мӗнле тытмалли кирлӗ правилӑсене тепӗр хут аса илнĕ тата кӗрхи ҫулҫӑсемпе ташланӑ!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club218299771

Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Ача садĕнче тавралӑха хӳтӗлес ӗҫе халалланӑ илӗртӳллӗ йӑпану иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас