-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн кӗҫӗн ушкӑнӗнче «Ҫутҫанталӑк тата эпӗ — пысӑк туссем» темăпа заняти иртнĕ. Ачасем Фиолетовăй вӑрман тӑрӑх, заданисене пурнӑҫласа «Пăтрашăнчăк» тата «Çӳп-ҫап пуҫтарни» вӑйӑсем выляса, ҫул ҫӳреме кайнă. Эпир вӑрман ҫыннисене ҫутҫанталӑка упраса хӑварма пулӑшнă, ачасемпе ҫутҫанталӑкра хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене аса илнĕ.
Ҫавӑн пекех ача сачӗ тавра экологи сукмакӗпе экскурси ирттернӗ, тавралӑхри нумай енлӗ япаласене ачасене кӑтартма тĕллев лартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.