Ҫулла - экологи пӗлӗвне ӳстерме, тавралӑха тĕпчеме питӗ лайӑх вӑхӑт.
Михайловкăри вăтам шкулта хыпар сехетӗнче ачасем ҫутҫанталӑкпа унӑн пуянлӑхӗн илӗртӳллӗ тӗнчине кӗрсе ӳкнĕ.
«Сывлӑх минутки» вӑхӑтӗнче «Ешĕл аптечка» эмел курӑкӗсен усси пирки калаҫнă, унтан «Ачалӑх хӑрушсӑрлӑхӗ» акци шайӗнче хурт-кӑпшанкӑ сӑхсан, çыртсан пӗрремӗш пулӑшу памалли питӗ кирлӗ те актуаллӑ ҫуллахи правилӑсемпе паллашнă.
Унтан ачасем «Ҫутҫанталӑка упрăр» экологи акцине хутшӑннӑ. Вӗсем ҫын ӗҫӗ-хӗлӗ ҫут ҫанталӑка пысӑк сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ: сывлӑша, шыва, тӑпрана варалани, вӑрмана шухӑшламасӑр касни, чӗр чун тӗнчине пӗтерни тата ытти те.
Сӑмахран - ӗҫ патне! Пурте пӗрле тата туслӑ экологи десанчӗ йӗркеленĕ.
#ОрлятаРоссии
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.