Сухоречкӑри ял библиотекинчи ача-пӑча площадкин иккӗмӗш кунне экологие халалланӑ - «Планетӑна пӗрле упрар!». Ачасем пӗлӳ викторининче ҫут ҫанталӑк ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартнă.
Икĕ команда «Храм природы», «Медвежата» тата «Зайчата» экологи турнирӗнче тупӑшнӑ.
Вӑйӑ виçĕ турпа иртнĕ, кашни турта виçĕ конкурс пулнă. «Пулнӑ - пулман япала» - ыйту панӑ, ачасем: «ӗненетӗп»,«ӗненместӗп», - тенӗ. «Экспресс-ыйтӑм» - кам кайри урисемпе малалла чупать?.. Уринче камӑн хӑлхи пур?.. «Чӗрчунсен тӗнчинче» - ачасен ыйтусене хуравламалла, ваттисен сӑмахне аса илмелле пулнӑ…
Мероприятие хутшӑнакансене хӑйсен ал тупанне ӳкерсе ун ҫине «СТОП» сӑмахпа пуҫланакан чӗнӳ ҫырма, малалла хӑйсене чи ҫывӑх ыйтӑва палӑртма сӗннĕ. (тӗслӗхрен, Ик юханшывне варалама чарӑнмалла). Ачасем сӗннӗ тема патне пысӑк хавхаланупа пынă, вӗсем ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа калама ҫук чаплӑ ӳкерчӗксем тунă, ал лапписен ӳкерчӗкӗсене илемлӗн илемлетнĕ, чӗнсе каланисем хушшинче тӑван ен ҫут ҫанталӑкне сыхлассине нумай халалланӑ. Ҫавӑн пекех ачасемпе пӗрле «СТОП»: Планета сывлӑхӗ пирӗн алӑра» ӳкерчӗксемпе стенд йӗркеленĕ.
#Сухореченскаясельскаябиблиотека #ЛЕТО_2025
#детскаяплощадка #экология #природа #викторина #рисунки #дети #знания #Каникулы_с_библиотекой
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.