Ситекпуç библиотекинче «Пысӑк ҫутҫанталӑкӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗшӗсем» таврапӗлӳ эко-квест иртнӗ. Мероприятие вӑйӑ евӗр йӗркеленӗ — ӑмӑрту элеменчӗсемпе ҫулҫӳревсем, кӑсӑк викторинӑсемпе конкурссем.
Мероприяти тӗлне пирӗн тӑрӑхри ӳсентӑран тата чӗр чун тӗнчи тӗрлӗ енлӗ пулни ҫинчен кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Станцисенчи заданисене пурне те пирӗн республикӑри чӗр чунпа ӳсентӑран тӗнчи ҫинчен ҫырса хатӗрленӗ. Эко-квест «Ҫуллахи тупмалли юмахсем», «Панулми карççинки», «Чӗрчунсем», «Вӑрманти аптека» станцисем тӑрӑх иртнӗ, квестӑн мӗнпур ыйтӑвӗсем пӗлӗве тӗрӗслеме кӑна мар, ҫӗнӗ информаци илме те, ҫут ҫанталӑка упрама хӑнӑхтарма та, командӑра ӗҫлеме пӗлнине йӗркелеме те тӗллев лартнӑ. Унта хутшӑнакансем пурте пылак парнесем илнĕ.
#Летняяигротекавбиблиотекедосуговаяплощадка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.