Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн «Солнышко» кӗҫӗн ушкӑнĕнче Раҫҫейри вӑрман кунне халалласа «Вӑрман кунӗ» тематика вĕренĕвĕ иртнӗ.
Ачасем «вӑрман» - чӗрчунсем, ӳсентӑрансем, хурт-кӑпшанкӑсем пурӑнакан пысӑк тӗнче пулнине пӗлнĕ... Кашни вӑрманта пурăнакан, кашни ӳсентӑран тӗсӗ вӑрманшӑн паха, хӑйӗн ӗҫне тӑвать. Вӑрманта пурăнакансене кӳрентерес мар тесен вӑрманта, ращара ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫни калаҫӑвӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем пирӗн тӑрӑхри ҫут ҫанталӑк ӳкерчӗкӗсене пӑхса тухнă, ҫулҫăсем сӑрланă. Ача сачӗн территорийӗнче ӳсекен йывӑҫ-тӗме ачасем уҫӑлса ҫӳренӗ чухне сӑнанӑ. «Хӑш йывӑҫ ҫулҫи» вӑййа хаваспах вылянă. Ҫак мероприятисем ачасене вӑрмана тирпейлӗ пӑхмаллине ӑнланма пулӑшӗҫ!
#деньлеса
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.