Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
22 Сентябрӗн , 11:01

Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ

Ачасемпе «Пӗрле утма хаваслӑ» кӑсӑк эко-ҫулҫӳреве кайнă!

Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ
Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ

Ачасемпе «Пӗрле утма хаваслӑ» кӑсӑк эко-ҫулҫӳреве кайнă!

Уҫӑ сывлӑшра улмуҫҫи пахчин илемлӗ сукмакӗсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренĕ, ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленнĕ. Кашниех ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле чаплӑ сувенирӗсене: йӗкелсене, ҫулҫӑсене, чечексене пухма пултарнă. Ачасемпе мӗнле йывӑҫсемпе ӳсен-тӑрансем хупӑрласа тӑнине сӳтсе явнă, вӗсен экосистемӑшӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнĕ.

Ачасем тӗрлӗ формӑллӑ, тӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсене хавхаланса пухнă. Ҫӗр ҫинче тупнӑ йӗкелсем пӗчӗк трофейсем пулса тӑнă, вӗсене каярах пултарулӑх валли усӑ курĕç. Хӑшӗ-пӗри çулçÿревре тунă чечек ҫыххине илемлетме хитре чечексем те тупнӑ.

Ҫак ҫулҫӳрев ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхлатнă кӑна мар, таврари тӗнчене упрани мӗн тери пӗлтерӗшлине ӑнланма та пулӑшнă. Тепӗр çулçÿреве кайма ачасем плансем тӑваççĕ ӗнтӗ, ҫакӑн пек самантсем асра яланлӑхах юласса шанаççĕ!

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public202344480

 

 

 

Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ
Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ
Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ
Ситекпуçĕнчи библиотека эко-ҫулҫӳревĕ йĕркеленĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас