Ҫӑлкуҫ — ҫут ҫанталӑкри таса шыв ҫӑлкуҫӗ. Вӑл хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑк объекчӗ, ҫутҫанталӑк палӑкӗ пек наука тӗлӗшӗнчен паха. Ҫӑлкуҫсене йӗркелесе вӗсене хӳтӗлесси — пирӗн пӗрлехи ӗҫ тата тивӗҫ.
Çак кунсенче Ситек ялӗнче пӑрахӑҫа тухнӑ ҫӑлкуҫа тирпей-илем кӗртес енӗпе пысӑк субботник пулнă, унта ялти сÿрĕк мар кăмăллă та хастар ҫынсем хутшӑннă. Ку вӑл ҫак территорие тирпей-илем кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫ пуҫламӑшӗ кӑна. Малашне кунта карта тытма, беседка вырнаҫтарма шутлаççĕ. Чи кирли ҫӑлкуҫ лайӑх тапать, унти шыв хӑйӗн хӑнӑхнӑ ҫулӗпе Седяк шывӗ еннелле чупать. Ваттисем ӗненнӗ тӑрӑх, ҫак ҫӑлкуҫри шыв яланах чи тутлӑ, таса, ҫемҫе те сиплӗ шутланнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн тивӗҫ ҫутҫанталӑк аннен ҫак хаклӑ парнине упраса хӑварасси.
Субботник питӗ килӗшÿллĕ, йӗркеллĕ иртнӗ. Мероприятие хутшӑннӑшӑн пур хутшӑнакана та пысӑк тав. Мероприятие хутшӑнакансем валли апат йӗркеленӗшӗн Семенова Альбина Егоровнана уйрӑм тавтапуç! Сывлӑх сире пурне те, пурне те ырлӑх!
Сӑнÿкерчӗкĕсем: Иван Григорьев.
Çирĕклĕ ял Совечĕ.